Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ пилӗк конкурса — «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Ҫулталӑк психологӗ», «Социаллӑ педагог» — пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Владимирова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн 150 пинлӗх премине панӑ.
«Ҫулталӑк воспитателӗ — 2014» — Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Татьяна Тетерова. Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята кӑҫал Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ачасене ют чӗлхе предметне вӗрентекен Гузель Хайртдинова тивӗҫнӗ.
«Социаллӑ педагог — 2014» ята Улатӑрти 9-мӗш шкулта ӗҫлекен Наталия Нажалкина илнӗ.
«Ҫулталӑк психологӗ» ята кӑҫал Психологипе педагогика реабилитаци тата тӳрленӳ центрӗн ӗҫченӗ Сергей Педюсев пулнӑ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Социаллӑ педагог», «Ҫулталӑк психологӗ» ята тивӗҫнисем 50 пинлӗх премие тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем валли Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑша илсе кайса кӑтартнӑ.
«Хӑйне майлӑ кӗнекесен ҫӗршывӗнчи ҫулҫӳрев» ятпа йӗркеленӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасене куҫ начар куракан ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Пӗчӗкскерсене ун пек кӗнекене кӑларма шухӑшласа кӑларнӑ Франци тифлопедагогӗн Луи Брайлӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. 1809 ҫулта ҫуралнӑ ҫын 43 ҫул кӑна пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫсӑррисем валли алӑпа хыпашласа вуламалли шрифт шухӑшласа кӑларма ӗлкӗрнӗ.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем ачасене вуламалли тата ҫырмалли хатӗрсене, кӗнекесене кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне «Калаҫакан кӗнеке» пайпа та пӗчӗккисем кӑсӑклансах паллашнӑ. Унта CD-диск ҫине пухнӑ аудиокӗнекесене, аудиокассетӑсене, флешкарттӑсене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Сӗнтӗрвӑррисем «Чӑваш Республикин чӗлхе саккунне» тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ачасене шкул ӳсӗмне ҫитиччен чӑвашла вӗрентмелле.
Нумаях пулмасть, Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, районти Культура ҫурчӗн чӑваш юррин халӑх хорӗ «Пилеш» ача пахчинче пулнӑ, пӗчӗкскерсене чӑваш халӑх юрри-ташшипе паллаштарнӑ. Роза Ракова ертӳҫӗ мультимеди слайчӗ пулӑшнипе юрӑ жанрӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Раков ертсе пыракан хор хӑна, туй юррисене шӑрантарнӑ, такмак каланӑ.
Ачасем те карталанса тӑрса вӗсемпе пӗрле ташланӑ. Мероприятире чӑваш композиторӗ А.Н.Тогаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тӗпе хурса пысӑк вырӑн уйӑрнӑ. Интерактивлӑ пособисем пулӑшнипе ача пахчин педагогӗсем чӑваш чӗлхипе, унӑн историйӗпе, чӑваш ҫӗрӗн паллӑ ывӑлӗсен — Иван Яковлевӑн, Константин Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Никита Бичуринӑн — пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Шупашкарти 137-мӗш ача пахчин психолог педагогӗ Яна Игоревна Иванова «Интеграция» наци тытӑмӗ ирттерекен «Раҫҫейри наци пуянлӑхӗ» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Конкурса РФ Президенчӗн администрацийӗ, РФ Федераци Канашӗн Патшалӑх Думи, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Энергетика министерстви, Федераци космос агентстви, РФ Спорт министерстви, Раҫҫей инженери академийӗ, РФ Вӗренӳ академийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Конкурсҫӑсен йышӗ ҫулсерен ӳснине палӑртма кӑмӑллӑ. Кӑҫал конференцие Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 500 ытла конкурсҫӑ тата ӑслӑлӑх ертӳҫисем ҫитнӗ. «Раҫҫей наци пуянлӑхӗ» конкурсӑн куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрӗ «Непецино» кану ҫуртӗнче пулнӑ.
Яна Игоревна психологири ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ тӗпчевӗпе «Педагогика, психологи, социологи» секцире паллаштарнӑ, жюри, ытти конкурсҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Ҫамрӑк специалистӑн ӗҫне I Диплом парса хакланӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 137-мӗш ача пахчине те Тав хучӗпе тата дипломсемпе чысланӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнчи «Теремок» ача пахине ҫӳрекен шӑпарлансем уява ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак мероприяти пӗчӗкскерсене воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, наци культурине, халӑхне, чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет.
Ача пахчин воспитателӗсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑл-йӗркипе паллаштарнӑ. Уявра чӑваш юрри-ташши янӑранӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш ташшисене ташланӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.
Мероприятире пурте чӑваш тумӗпе пулнӑ. Кашнин валли саккаспа ҫӗлеттернӗ. Пӗчӗкскерсем (ара, ку тума кашни кун тӑхӑнмастӑн-ҫке) хӑйсене тӗкӗр витӗр юратса сӑнанӑ.
Ача пахчин ӗҫченӗсем ҫак мероприяти ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата пуянлатасса, шӑпарлансем чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑкланма тытӑнасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Чӑваш Енре чи лайӑх психологсемпе социаллӑ педагогсене палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче республикӑри район-хуласенчи 5 психолог тата 5 социаллӑ педагог.
Канашри 11-мӗш шкулти Гульназ Джафарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Марина Макарова, республикӑри психологипе педагогика реабилитаци тата коррекци центрӗнчи Сергей Педюсов, Шупашкарти 163-мӗш ача пахчинчи Анастасия Степанова, Шупашкарти 1-мӗш пуҫламӑш шкулти Валентина Степанова чи лайӑх психолог педагогсем пулнӑ.
Етӗрне районӗнчи Хучаш шкулӗнчи Елена Албутова, Шупашкарти 64-мӗш шкулти Татьяна Маслова, Улатӑрти 9-мӗш шкулти Наталия Нажалкина, Канашри строительство техникумӗнчи Ольга Петрова, Шупашкарти 45-мӗш шкулти Татьяна Юдина чи лайах социаллӑ педагогсен ятне илнӗ.
Финалта конкурс заданийӗсем ҫӑмӑл пулман. Конкусҫӑсем вӗсене виҫҫӗмӗш тапхӑр умӗн ҫеҫ пӗлнӗ.
«Чӑваш Енри психолог педагог — 2014» тата «Чӑваш Енри социаллӑ педагог — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫисене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Ача пахчисенче ушкӑнсем пухма пуҫланӑ. Шупашкарта кивӗ ача пахчисене ҫӗнетнӗ, икӗ ҫӗнни тунӑ май 3 ҫултан аслӑрах шӑпӑрлансен йышӗнче черет ҫук. Иртнӗ ҫул тӗп хулара пӗтӗмпе ачасем валли ҫӗнӗ 5 пин вырӑн хатӗрленӗ. Черете кӗскетес ӗҫ кӑҫал малалла тӑсӑлӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта 9 пин пепкене ача пахчинче вырӑн памалла. Вӗсенчен 5 600-шӗ выпускниксем кайнипе пушанӗ. Тепӗр 3 000 вырӑна тӗрлӗ мелпе хатӗрлӗҫ. Ача пахчисенче хушма ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кунсӑр пуҫне тепӗр иккӗшӗ реконструкциленӗ ҫуртра ӗҫлеме тытӑнӗ. Пирогов урамӗнче вара вӗр ҫӗнӗ садик уҫӑлӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова каланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 3 ҫул тултаракан ачасене вырӑнпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак ӳсӗме юпа-чӳк уйӑхӗсенче ҫитекенсене те ача пахчине ямашкан май туса парӗҫ.
Срециалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчисенче ушкӑн пухасси электрон черете пула та хӑвӑртланать. Ашшӗ-амӑшӗ пепкине килтен тухмасӑр, тӗнче тетелӗ урлӑ, черете тӑратма пултарат-ҫке. Тепӗр ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ: Шупашкарта халӗ ашшӗ-амӑше тӳрех 5 ача пахчи суйлама пултарать.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Ромашка» ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсем хӑйсен воспитателӗпе пӗрле нумаях пулмасть шӑматкунлӑха тухнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӑ лаптӑкне тирпейленӗ.
Пӗчӗкскерсенчен хӑшӗсем шӑпӑр тытса шӑлнӑ, теприсем кӗреплепе туранӑ, виҫҫӗмӗшсем типӗ туратсене пуҫтарнӑ. «Ӗҫсӗр никам та тӑман», — тесе пӗлтерет ача пахчи. Пӗрле ӗҫлени, воспитательсен шучӗпе, хӑй тӗллӗнлӗхе, яваплӑха, йӗркелӳллӗхе, дисциплинӑна хӑнӑхтарать.
Ҫапли ҫаплах пуль-ха. Анчах шӑпӑрлансене ӗҫлеттерме юрамасть тесе прокуратура тӑрӑнмасан юратчӗ ӗнтӗ вӗсене. Ара, халь саккунӗсем ӗлӗкхи мар вӗт. Урок вӑхӑтӗнче ӗҫлеттерни вӗренӳ процессне татни пулать-мӗн. Тата ҫула кура кӑна ӗҫлеттермелле. Пӗчӗкреххисене ашшӗ-амӑшӗ ирӗк памасӑр тар кӑларттарни йӗркеллӗ мар, опекӑпа попечитель органӗ ирӗк пани таранах кирлӗ теҫҫӗ те...
Етӗрне районӗнчи Тепте ял старости Игорь Овчинников кӳршӗри Вӑтам Ирҫери «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча пахчине ан хупчӑр тесе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитнӗ.
Староcта Михаил Васильевича пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение 30-а яхӑн ача ҫӳрет. Ача-пӑча пахчине хупсан шӑпӑрлансене ӑҫта ямалла тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗ-амӑшӗ. Тӗрӗссипе, вӗсем кӑна мар-тӑр-ха. Унта ӗҫлекенсен те сехри хӑпнӑ пуль. Ара, ялта ӗҫ вырӑнӗсӗр юл-ха...
Пӗчӗккисен учрежденийӗ санитари правилисен нормисене тивӗҫтерсе тӑманнине кура юсама хупмалла-мӗн. Шикленсе ӳкнӗ староста тата ял ҫыннисен шучӗпе ӑна юсама мар, пуҫӗпех хупса лартӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Тептере тата Вӑтам Ирҫере пурӑнакансене лӑпланма хушнӑ. Етӗрне район администрацийӗ ача-пӑча пахчине юсама 1,2 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ иккен. Ҫав укҫана тӗплӗ юсав ирттерме уйӑрӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пурнӑҫламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ӑна уҫма хатӗрлесе ҫитермелле.
Ҫапларах йышӑнӑва «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд регионсен черетлӗ социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ чухне тунӑ иккен. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан пирӗн тӑрӑхӑн виҫи улшӑнман пулин те ку пулӑм япӑххисен йышне лекнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисем тӗлӗшӗпе пухӑннӑ митинг, Канаш администрацийӗн пуҫлӑхне 3 ҫул ҫурӑна хупни, тӗрлӗ танлашӑмсенче Михаил Игнатьев аялти вырӑсене йышӑнни рейтингра ҫӳлӗрех вырӑн йышӑнма паман. Лайӑх хыпарсем шутне «Промтракторта» пӗрремӗш комбайн кӑларнине, пирӗн тӑрӑх экологи тата инноваци аталанӑвӗн танлашӑмӗсенче ҫӳллӗ вырӑнсене лекни, Канн хулинче иртнӗ MIPIM 2014 курава хутшӑннине кӗртнӗ. Регионсен социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмӗнче Чӑваш Ен пӗтӗмешле вӑтаммисен йышӗнче пырать.
Асаилтерепӗр, халӑхшӑн тӑрӑшас ӗмӗтлисен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхне регистрацилеме килӗшменни пирки хыпар пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ. Вӑл пӗрлӗхе йӗркелесе чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ пулнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |